Петӗр Яккусен (чӑн ячӗ Петр Яковлевич Яковлев) — чӑваш сӑвӑҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1950 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ.
1986 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ.
П.Яккусен 1970 ҫулта «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ.
Мӑн Шетмӗри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан пӗр вӑхӑт унтах ачасене вӗрентнӗ. 1968-1970 ҫулсенче ҫар ретӗнче тӑнӑ.
1975 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлеме тытӑнать, каярахпа, ялти шкулсенче вӗрентекен пулнӑ хыҫҫӑн, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне таврӑннӑ, студентсене вӗрентнӗ.
Поэтӑн сӑвӑ кӗнекисем: «Кумаляк», «Тӑм тӑвайкки вӑййисем», «Уй варринче», «Юман чӗлхи», «Ҫавра кӳлӗ».